Ку инкек Вӑрнар районӗнче пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче ӗҫҫи вӑхӑтӗнче сиксе тухнӑ. Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн сысна комплексӗнче тырӑ типӗтекен аппарата ҫын кӗрсе ӳкнӗ. Унта ӗҫлекен ӳсӗр рабочи тырӑ типсе ҫитнипе ҫитменнине аллине чиксе тӗрӗслес тенӗ. Ҫав вӑхӑтра унӑн малти кӗсйинчен карас телефонӗ тырӑ йышӑнакан бункера кӗрсе ӳкнӗ. Арҫын нумай шухӑшласа тӑман — бункера чӑмнӑ. Унта вӑл чыхӑнса кайса вилнӗ.
Хӗрӗнкӗ ҫынна ӗҫлеттернӗ, ӗҫ хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнман факт пирки тӗпчевҫӗсем айӑплине шырама пуҫласа кайнӑ. Уншӑн аш-какай комбиначӗн агрономӗ айӑплӑ тесе суд та йышӑннӑ. Чӑваш Енӗн прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, 44 ҫулти агронома суд 1 ҫул та 4 уйӑхлӑха тӗрмене хупмасӑр айӑплама йышӑннӑ, тӗрӗслев вӑхӑтне ҫулталӑк ҫурӑлӑха палӑртнӑ.
Ҫӗршывӑн общество палати ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрсене вӗсен хуҫисенчен туртса илес йӗркене ҫӗнетме май паракан саккун проектне пӑхса тухмалла.
Усӑ курман ҫӗре тивӗҫлипе пилӗк ҫул усӑ курмасан (ун ҫинче хыт хура кашласан, хунав шӑтса тухсан, акса-лартса тумасан, сухаласа тӑмасан) туртса илме юранӑ пулсан, ӳлӗмрен ку вӑхӑта чакарса виҫӗ ҫул кӑна хӑварма пултараҫҫӗ.
Ҫӗр лаптӑкне пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмелли вӑхӑта чакарсан ҫынсем ҫак пуянлӑхпа тивӗҫлипе усӑ курасса, ӑна уссӑр вырттармасса шанать ҫӗршыв шайӗнчи тӳре-шара. Пушӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмесӗр темччен вырттаракан ҫӗрсене хуҫисенчен туртса илес вӑхӑта чакарма маларах ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин та сӗннӗ, ку ыйтӑва пӑхса тухмалли пирки каланӑ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Шупашкарта кӑҫал та «Ҫӗрулми — 2016» курав иртӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче, 3–4-мӗшӗсенче, пулӗ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, курава тӗпчевпе ӑслӑлӑх тата производство предприятийӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Мероприяти «Контур» суту-илӳ комплексӗнче иртӗ.
Куравра ҫӗрулмин тӗрлӗ сорчӗпе паллаштарӗҫ, унран хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫпе сӑйлӗҫ. Ҫавӑн пекех вӑрлӑх ҫӗрулми сутӗҫ. Ҫӑмӑллӑха тивӗҫекен ҫынсене ӑна килех леҫсе парӗҫ.
Унта ачасен ӳкерчӗкӗсемпе тата алӗҫӗсемпе курав йӗркелӗҫ. Ҫавӑн пекех концерт программи пуян пулӗ.
Нарӑсӑн 4-мӗшӗ тӗлне «Ҫӗрулми — 2016» курава 18 регионти 58 организаци хутшӑнма заявка панӑ. Беларуҫран та килӗҫ.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх продукцийӗн производствин индексӗ, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 108 процентпа танлашнӑ. Ку динамикӑна сыхласа хӑвармаллине палӑртнӑ Михаил Игнатьев.
ЧР Элтеперӗ ял ӗҫченӗсемпе Правительство ҫуртӗнче тӗл пулнӑ. Унта пухӑннисене наградӑсемпе чысланӑ. Ку кӑҫал республикӑра Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ пулнипе ҫыхӑннӑ, ҫавӑнпа Правительство ҫурчӗн залӗнче ӗне сӑвакансене чысланӑ.
9 ҫын Элтепер аллинчен награда илнӗ. Паллӑ ӗнтӗ: ку профессире арҫын сахал ӗҫлет. 7 ҫын ЧР Элтеперӗн тав хутне тивӗҫнӗ. Патӑрьел районӗнӗнчи Людмила Киргизова тата Етӗрне районӗнчи Зоя Филиппова «ЧР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ» ята илнӗ.
«Ленинская искра» хуҫалӑхра тӑрӑшакан Зоя Филиппова ӗҫ кунӗ 4-ра пуҫланнине, 740 пуҫ ӗнерен 300-шне сунине палӑртнӑ. Юлашкинчен пурте Михаил Игнатьевпа сӑн ӳкерӗнӗ.
Нарӑсӑн 8-мӗшӗнче, «Чӑваш бройлерӗ» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗле Чӑваш Енӗн Арбитраж судӗнче пӑхса тухассине эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, суда тавӑҫпа тухаканни — республикӑн Пурлӑх комитечӗ. Вӑл хапрӑкӑн директорӗ Алексей Подорванов тӗлӗшпе тавӑҫ шӑрҫаланӑ. Суда тухнӑ хутра патшалӑх комитечӗ «Чӑваш бройлерӗ» пуҫлӑхӗнчен 14 миллион тенкӗ шыраса илес кӑмӑллине палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне ҫав ведомство Краснодар енӗнчи Арбитраж судне те ҫитнӗ. Унта вӑл «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен обществине «Каневӑри ҫӑкӑр продукчӗсен комбиначӗ – инвест» тулли мар яваплӑ общество туяннипе килӗшменнине палӑртнӑ.
Тавӑҫҫӑ судра ӑнлантарнӑ тӑрӑх, предприяти Курск тӑрӑхӗнчи «Каневской комбинат хлебопродуктов – инвест» текен тулли мар яваплӑ обществӑпа — тулӑ туянасси пирки килӗшӳ тунӑ. Пурлӑх комитечӗ шутланӑ тӑрӑх, хапрӑк тырра пасарти вӑтам хакран 25 процент ытларахпа туянма килӗшнӗ. Тата вӑл тырӑ киличченех укҫана куҫарса янӑ имӗш. Кун валли хапрӑк 30 млн кредит та илнӗ. Тавӑҫ тӑратнӑ вӑхӑта нимле тырӑ та килмен. Апла пулсан хапрӑк укҫана айккинелле ӑсатасшӑн.
Ҫитес эрнере, нарӑсӑн 8-мӗшӗнче, «Чӑваш бройлерӗ» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗле Чӑваш Енӗн Арбитраж судӗнче пӑхса тухӗҫ.
Суда тавӑҫпа тухаканни — республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗ. Вӑл хапрӑкӑн директорӗ Алексей Подорванов тӗлӗшпе тавӑҫ шӑрҫаланӑ. Суда тухнӑ хутра патшалӑх комитечӗ «Чӑваш бройлерӗ» пуҫлӑхӗнчен 14 миллион тенкӗ шыраса илес кӑмӑллине палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне ҫав ведомство Краснодар крайӗнчи Арбитраж судне те ҫитнӗ. Унта вӑл «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен обществине «Каневӑри ҫӑкӑр продукчӗсен комбиначӗ – инвест» тулли мар яваплӑ общество туяннипе килӗшменнине палӑртнӑ. Суту-илӳ, хут тӑрӑх, иртнӗ ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
Андрей Иванов журналист республика тавӑҫӗсен тӗп сӑлтавне хапрӑка панкрута кӑларассинчен ҫӑлма хӑтланнипе сӑлтавлать.
Кӑҫалхи ҫулталӑка пирӗн республикӑра Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкӗ тесе йышӑнчӗҫ. Культура ӗҫченӗсем кун пеккисенче яланхиллех хастар.
Чӑваш наци музейӗ ыран, кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче, камерлӑ курав уҫать. Ӑна музейҫӑсем Социализмла ӗҫ Паттӑрне Василий Зайцева халаллаҫҫӗ.
Василий Васильевич Елчӗк районӗнчи Аслӑ Пӑла Тимеш ялӗнче 1912 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ун чухне вӑл ял Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Пӑва уесне кӗнӗ.
Василий Зайцев пек ҫынсене ял хуҫалӑх производствин йӗркелӳҫи тесе хакланӑ. Вӑл 35 ҫул Елчӗк районӗнчи «Победа» колхоза (1942–1963 ҫулсенче) тата Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи А.Г. Николаев ячӗллӗ хуҫалӑха (1963-1977 ҫулсенче) ертсе пынӑ. Вӑл хуҫалӑхсем ҫӗр ӗҫӗпе те, выльӑх-чӗрлӗх туса илессипе те ырӑ енчен республикипех кӗрлесе тӑнӑ.
В.В. Зайцев — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Ленин орденне тӑватӑ хутчен, Октябрьти революци орденне, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ ялав орденне икӗ хутчен тивӗҫнӗ.
Мӗн катӑн, ҫав шӑтать теҫҫӗ. Япӑх вӑрлӑхран ыррине илеймессине ял ҫынни аван ӑнланать. Ҫакна тӗпе хурса паян ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫурхи пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене кондицие лартассипе ҫине тӑраҫҫӗ.
Кӑрлачӑн 15-мӗшӗ тӗлне, акӑ, хуҫалӑхсенче ҫуртисен вӑрлӑхӗ 48,5 пин тонна пулнӑ. Ку вӑл кирлинчен 1 процент нумайрах.
48,5 пин тоннӑран 60 проценчӗ — кондицие ларнӑ вӑрлӑх. Улатӑр районӗнче ун пекки 86 процент, Ҫӗмӗрле районӗнче — 83 процент.
Муркаш районӗнче кондициллӗ вӑрлӑх хальлӗхе 28 процент кӑна-ха.
Вӑрлӑха кондицие лартассипе республикӑри хуҫалӑхсенче 108 звено ӗҫлет. Ку енӗпе Патӑрьелпе Комсомольски районӗсем уйрӑмах хастар — вӗсенче кашнинче ҫирӗме яхӑн бригада ҫине тӑрать.
Муркаш районӗнчи пӗр фермер страус ӗрчетет.
Ильинкӑра пурӑнакан фермер хуҫалӑхӗнче ҫак кайӑк-кӗшӗк тӗпленме ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Африкӑри хура старуссем Муркаш районӗнчи климата хӑнӑхнӑ темелле. Чӑваша, Ильинкӑна, вӗсене Александр Назаров фермер ҫулталӑк каялла илсе килнӗ. «Африка страусӗ ятлӑ пулин те вӗсем чӑтӑмлӑ», — ырлать хӑйӗн кайӑк-кӗшӗкне фермер. Кайӑксене вӑл урал тӑрӑхӗнчен илсе килнӗ. Халӗ унӑн 4 аҫа тата 12 ама.
Ҫак пысӑк кайӑк утӑ ҫиет, комбикорм юратать, люцернӑна хапӑл тӑвать.
Страуссем валли ятарлӑ ферма туса лартнӑ. Аслисем валли уйрӑм вите пур, чӗпсем валли — расна. Электроэнергие фермер хӗвел батарейӑран илет.
Ҫӑмартана фермер инкубатора хурать. Ара, кайӑк-кӗшӗк йышне хушмалла-ҫке. Страус, шучӗпе, икӗ кунта пӗрре ҫӑмарта тумалла. Йыш хушӑнсан фермер страуса какая та ярӗ, ҫӑмартине те сутӗ.
Чӑваш Енре Ял хуҫалӑх ҫыравне хатӗрленеҫҫӗ. Вӑл кӑҫал иртмелле. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра Ял хуҫалӑх ҫыравне ирттермешкӗн 660 ҫын хутшӑнӗ. Вӗсем статистика валли даннӑйсене пухса ҫӳрӗҫ.
ЧР Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫырава кӗртмелли 263 пин объект шутланать. Вӗсен йышӗнче 4 пинӗшӗ — фермер хуҫалӑхӗсемпе усламҫӑсем, ялсенче 240 пине яхӑн хуҫалӑх, хулара вара — 9 пин. 11 районта объектсен йышӗ 10 пинрен иртет. Ку енӗпе Шупашкар районӗ малта. Унта 24 пин ытла объект. Шӑмӑршӑ районӗнче вара — 6 пин ытла.
Аса илтерер: ҫырав кӑҫал утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 15-мӗшӗччен иртмелле. Пухнӑ кӑтартупа ялсенче агропромышленноҫ тата социаллӑ политика пирки калама май пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ.
| Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |